Nothing Special   »   [go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Пăхăр ĕмĕрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пăхăр ĕмĕрĕ, пăхăр-чуллă ĕмĕр, халколит (грек χαλκός «пăхăр» + λίθος «чул») е энеолит (лат. aeneus «пăхăр» + грек λίθος «чул»)) — этемлĕхĕн аталанăвĕн тапхăрĕ, неолитпа (чуллă ĕмĕрпе) бронзăллă ĕмĕр хушшинчи куçăмлă тапхăр.

Технологии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çын чи малтан çутçанталăкра хăй шăранса тухнă пăхăра тупнă, ăна вăл чул вырăнне хурса тепĕр чулпа çапса хатĕрлесшĕн пулнă. Анчах та шăранчăк вакланайман, хорми çеç улшăннă, çапла ĕнтĕ пăхăра кирлĕ хормăллă (сивĕ тупта мелĕ) тума пуçланă. Пăхăра урăх металсемпе хутăш шăратса бронза тума ун чух пĕлӳ çитеймен. Хăш халăхсем шăранчăксене туптанă хыççăн металла çирĕплетес тĕллевпе вучахра хĕртнĕ.

Хăй çемçе пулин те, аталанура пăхăр ӳсĕмлĕ шутланать — пăхăртан ăсталанă хатĕрсене юсама май пулнă, чултан хатĕрленĕ япалана çĕнĕрен якатма тивнĕ.

Археологи тĕпчев хыпарĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчери авалхи металл япаласене Анатоли çĕрĕнче Чатал-Уюк патĕнче çĕр чавса тупнă. Вĕсене пирĕн эрăччен VII—VI пинçуллăхсен хушшинче туса хатĕрленĕ. Икшывхушшинче металпа ĕçлеме пирĕн эрăччен VI пинçуллăхра, Икĕпатра — пирĕн эрăччен V пинçуллăхра пуçланă.

Чи мăн неолит тапхăрĕнчи пурăну вырăнĕ — Каахка чарăну вырăнĕнчи Намазга-тӳпе. «Тӳпе» терминпа сарта, хăш чух çын пурăннă çӳлле хăпарса пынă çĕрсене палăртаççĕ. Тахçан унта тăмран тунă çуртсем ларнă. Çурчĕсем ишĕлсе ансан, çынсем ишĕлчĕкĕсене салатмасарах вĕсен вырăн лаптăкне якатса çĕнĕ çуртсем хăпартнă. Çавăнпа та çĕр шайĕ çак çĕрте çӳле ӳссе сăртланса пынă. Тӳпесем Вăтам Азире кăна мар, тăмран тунă çуртсемлĕ ытти тăрăхсенче, сăмахран Месопотамире, Кавказра тĕл пулаççĕ. Намазга-тӳпере çĕр хутлăн 32 м çӳле ӳснĕ. Вăл ултă шайран тăрать: аялтине пĕрремĕш, чи çӳлтине — улттăмĕш тесе шутлаççĕ

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]