Саратуштра çапла каланă (симфони поэми)
Саратуштра çапла каланă (ним. Also sprach Zarathustra) — Рихард Штраус нимĕç композиторĕн симфони поэми. 1896 çулта Фридрих Ницшĕн «Саратуштра çапла каланă» кĕнекин сĕмĕпе хайланă.
Ĕç тăватă фрагментран тытăнса тăрать, тăхтавсăр вылямалла. Фрагментсен ячĕсене литература çăлкуçĕн хăшпĕр ячĕсене панă. 30 минут тăсăлать. Симфони поэмине чĕрĕк оркестр валли хайланă.Партитурăра çаплах органпа чан янрать.
Премьера Франкфуртра автор ертсе пынă оркестр вылявĕпе иртнĕ. Çавăнтанпа çак ĕç тĕнчери симфони репертуарне кĕнĕ, тĕнчери паллă ушкăнсем вылянă: Герберт фон Караян, Фриц Райнер, Бернард Хайтинк оркестрĕсем. «Саратуштра çапла каланă» малтанхи такчĕсем академи мусăкĕнче паллă кĕвĕ шутланать.
Поэмăри мусăкпа Стэнли Кубрикăн «2001 çулхи космос одиссейи» фильмĕн саундтрекĕнче усă курнă, «Что? Где? Когда?» телекăларăмра илтĕнет. Элвис Пресли Лас-Вегасри «Интернациональ» хăна çуртĕнчи хăйĕн концерчĕсене çак мусăк поэмăн увертюрипе уçнă. Deep Purple ушкăн ăна хăйсен иккĕмĕш альбомне кĕртнĕ. Limp Bizkit Умсăмаха хăйсен Rock Am Ring 2009 концертĕнче кăтартнă. Black Rebel Motorcycle Club увертюра кĕввине As Sure As The Sun юррине хунă.
Композицийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Умсăмах, е Шурăмпуç
- О потусторонниках
- Аслă тинкеленӳ пирки
- Савăнăçпа хĕрӳлĕх пирки
- Тупăкçи юрри
- Ăслăх пирки
- Сывалакан
- Ташă юрри
- Ăнтăхтару юрри
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ганс Мериан. Симфоническая поэма Рихарда Штрауса «Так говорил Заратустра»: Этюд о современной программной симфонии (ним. Richard Strauss' Tondichtung Also sprach Zarathustra: Eine Studie über die moderne Programmsymphonie; 1899, вырăсла куçару 1909)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пуçлану нотисем (фортепиано валли кĕвĕленисем) 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку мусăк ĕçĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |