Nothing Special   »   [go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Сингармонизм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сингармонизм ăнлав Сингармонизм текен питех те хăйне евĕрлĕ пулăма тĕпчевçĕсем тахçанах, тюркологипе алтаистика малтанхи утăмĕсем тума пуçласассăнах асăрханă. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче ку пулăм пирки пуçласа Н.И. Золотницкий сăмах хускатнă. Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров, В.И. Котлеев чĕлхеçĕсем ку ыйтăва самаях анлăн та тарăннăн тишкернĕ, ăслăлăхра сингармонизма чăваш фонетикин тĕп законĕ тесе хакласси йăлана кĕнĕ. Тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕнче паян кунчченех «сингармонизм», «уçă сасăсен килĕшĕвĕ», «хупă сасăсен килĕшĕвĕ», «сыпăк сингармонизмĕ» терминсемпе усă кураççĕ. Сингармонизма пула сыпăкри уçă сасăсемпе хупă сасăсем пĕр-пĕринпе хытăлăхпа çемçелĕх тĕлĕшĕнчен килĕшсе тăраççĕ. Сыпăкри сасăсем е пурте хыттисем, е пурте çемçисем пулаççĕ.