Nothing Special   »   [go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

В-13

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, В-13 (НАР) пăхăр.
В-13
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ СССР
Тăван порт Кронштадт
Шыва антарнă ака, 25 1939
Флотран кăларнă авăн, 7 1954
Хальхи статус салатнă
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ Вăтам шывай кимми
Проект палăртăвĕ IX-бис серийĕ
Хăвăртлăх (шывçи) 19,4 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 9,5 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 80 м
Чи пысăк тарăнăш 100 м
Çӳрев автономлăхĕ 30 талăк
Экипаж 46 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 844 т
Шывай шыв кăларăшĕ 1 077 т
Чи вăрăм (КВЛ) 77,7 м
Корпус чи анлăшĕ 6,4 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 4 м
Хĕçпăшал
Артиллери 100-мм кĕпçеллĕ 1
45-мм кĕпçеллĕ
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
6 торпеда аппарачĕ (сăмсинче 4 тата хыçалта 2), пĕрлехи 533 мм калибрлă 12 янтă торпеда.

«В-13» (IX-бис серинчи, С — «Вăтам») — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи совет дизель-электрика торпедăллă шывай кимми.

Историлле хыпар

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кимĕне 1938 çулхи юпан 19-мĕшĕнче Чулхулари 112 № «Красное Сормово» савутра тума пуçланă, шыва 1939 çулхи акан 25-мĕшĕнче антарнă, çар йĕрне 1941 çулхи утăн 31-мĕшĕнче кĕртнĕ те 1941 çулхи çурла 14-мĕшĕнче Балти флочĕ йышне кĕнĕ.

Çапăçу харçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«С-13» 4 çапăçу харçинче пулнă, 12 хутчен атакăланă, 19 торпедăпа пенĕ, пиллĕк транспорта путарнă, пĕрне амантнă.

Путарнă транспортсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нимĕçсен «Wilhelm Gustloff» тата «General Steuben» транспорчĕсене шыва путарнă хыççăн «В-13» чапа тухать.

«Wilhelm Gustloff»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1945 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче В-13, А. И. Маринеско ертсе пынипе, 21сех. 15 мин. Эскорт хӳтĕлевĕпе пыракан «Wilhelm Gustloff» нимĕç транспортне асăрхать. Совет шывай кимми хăвалама тытăнать те 23:08 вăхăтра 4,8 кабельт дистанцирен транспорта виçĕ торпедăпа тапăнать. Виççĕшĕ те тĕле çитеççĕ, тепĕр 40 минутран карап путать[1] «Wilhelm Gustloff» затонул. Хальхи хаклавсемпе 6000 яхăн çын пĕтнĕ.

Ӳкерчĕк:Вильгельм Густлофф (корабль).jpg
«Вильгельм Густлофф»

Карап çинче:[1]

  • экипажăн 173 пайташĕ
  • вермахтăн аманнă 162 çар çынни
  • 373 хĕрарăм çар çынни
  • шывай вăйĕсен 2-мĕш вĕренӳ дивизин 918 матросĕпе офицерĕ
  • 3000 паллă мар çын
  • 5000 яхăн вăрçăран тарнă çын (çав шутра 3000 яхăн ача, ыттисем хĕрарăмсем) пулнă.

«Wilhelm Gustloff» транспорта путарни право енчен тĕрĕсех тенĕ[2], мĕншĕн тесен транспорт хăйне кирлĕ пек кăтартса мар, çар карапĕсем хушшинче пынă, борт çинче хĕçпăшал, çар çыннисем пулнă.

«General Steuben»

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Генерал Штойбен»

1945 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче совет субмарини нимĕçсен хĕçпăшалланнă хоспиталь «General Steuben» карапне (ăна «Эмден» класĕнчи крейсер тесе) шыраса тупнă. Çĕрле, 00:50 вăхăтра карапа икĕ торпедăпа атакăланă. Иккĕшĕ те тĕл лекнĕ те карап 15 минутран шыва чăмать. 3000 ытла çын пĕтет (çак хисепсене кăтартаççĕ: 3608 çын вилнĕ, 659 çынна çăлнă), ытларах суранлă çăр çыннисемпе вăрçăран тарнăскерсем[3]

Карап çинче пулнă:

  • 160 экипаж пайташĕ
  • 2800 аманнă çын
  • 800 вăрçăран тарнă çын
  • 100 хĕçпăшалланнă салтак
  • 270 медицина ĕçтешĕ
  • Нимĕç Хĕрлĕ Хĕресĕн 12 аппăшĕ
  • 64 зенитчик
  • 61 ТÇВ ăстаçи (çыхăнуçсем, сигнальщиксем)

«Wilhelm Gustloff» тата «General Steuben» пĕтни тĕнчери тинĕс катастрофисем йышĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Карап Çул Патшалăх Инкекре пĕтнисем Пĕтнин сăлтавĕ
Гойя 1945 7000~ 7000 Л-3 ШК атаки
Кап Аркона 1945 5594 5594 Авиаци атаки
Вильгельм Густлофф 1945 5300~ 5300 ШК атаки С-13
Эрмени 1941 5000~ 5000 Авиаци атаки
Донья Пас 1987 4375~ 4375 Танкерпа çапăнса çуннă
Ланкастри 1940 4000~4000 Авиаци атаки
Генерал Штойбен 1945 36083608 С-13 ШК атаки
Тильбек 1945 2800~ 2800 Авиаци атаки
Зальцбург 1942 2000~ 2000 М-118 ШК атаки
Титаник 1912 15031503 Айсбергпа çапăннă
Лузитани 1915 11981198 U-20 ШК атаки

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 М.Морозов. Гибель «Вильгельма Густлова»: правда и домыслы. - Военно-Исторический сборник «Мифы Великой Отечественной», М.: Яуза, Эксмо, 2008 ISBN 978-5-699-28293-7
  2. ^ Вильгельм Густлов, человек и теплоход 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ http://www.mediasprut.ru/info/c13/marinesko7.shtml МедиаСпрут