Перĕм
Пермь | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Пермь Енĕ |
Никĕсленĕ: | 1723 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 989,5 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | 799,68 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 58°00′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 56°19′ х.т. д. |
Пермь, — Раççейри хула, Пермь Енĕн тĕп хули, Чулман Атăл юханшыв çинчи порчĕ. Хулари халăх йышĕ 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕн тĕлне 989 пин çын шутланă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паян кунхи Пермь вырăнĕнче çынсем тахçанах пурăннă. Хулара 130 ытла тĕрлĕ археологи палăкĕсем (чуллă ĕмĕрсенчен пуçласа вăтам ĕмĕрсене çитиччен) пур.
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Уралта çĕр айĕнчи пурлăхсене кăларас ĕçсем аталанса пынă. 1720 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пётр I хушнипе артиллерин капитан-поручикĕ Василий Никитич Татищев, Урал тăрăхри патшалăх завочĕсене тытса тăраканĕ, Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратса кăларакан заводсене туса лартма кайнă. Татищев пăхăр шăратса кăларакан завочĕн вырăнне Егошиха ялĕ çывăхĕнче суйласа илнĕ (ял ячĕллĕ юханшыв Чулман Атăла юхса кĕнĕ çĕртре). Кунта пăхăр тăпри нумай пулнă, çавăнпа та шăратнă пăхăра илсе тухма ансат меллĕ пулнă.
1721 çулта çак ĕçе Татищев вырăнне артиллерин генерал-майорне Георг Вильгельм (Вилим Иванович) де Геннина хушнă. Де Геннин Татищевăн ĕçĕсене ырланă, унăн ĕçĕсене малалла тăсас енĕпе 1722 çулта завод тума пуçланă.
Пермь хулин çуралнă кунĕ вырăнĕнче Егошихăра (Ягошихино) пăхăр шăратакан завода тума пуçланине шутлаççĕ, вăл 1723 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшне килет. Завода никĕсленĕ чухне Н. В. Татищев те пулнă.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Перĕм Викиампарта? |
Перĕм Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Перĕм Районсем: Бардымский | Берёзовский | Большесосновский | Верещагинский | x12px Гайнский | Горнозаводский | Еловский | Ильинский | Карагайский | Кишертский | x12px Косинский | x12px Кочёвский | Красновишерский | x12px Кудымкарский | Куединский | Кунгурский | Нытвенский | Октябрьский | Ординский | Осинский | Оханский | Очёрский | Пермский | Сивинский | Соликамский | Суксунский | Уинский | Усольский | Частинский | Чердынский | Чернушинский | Юрлинский | Юсьвинский |
Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Раççейĕн пысăк хулисем |
|
---|---|
1. Мускав • 2. Санкт-Петербург • 3. Çĕн Çĕпĕр • 4. Екатеринбург • 5. Чулхула • 6. Хусан • 7. Самар • 8. Омск • 9. Челепи • 10. Ростов-Тан-çинчи • 11. Ĕпхӳ • 12. Перĕм • 13. Волгоград • 14. Красноярск • 15. Воронеж • 16. Сарăту • 17. Тольятти • 18. Краснодар • 19. Ижевск • 20. Ярославль • 21. Чĕмпĕр • 22. Барнаул • 23. Иркутск • 24. Хабаровск • 25. Тĕмен • 26. Владивосток • 27. Новокузнецк • 28. Ăренпур • 29. Кемĕр • 30. Чаллă • 31. Киан • 32. Томск • 33. Пенза • 34. Аçтăрхан • 35. Липецк • 36. Тулă • 37. Махачкала • 38. Киров • 39. Шупашкар • 40. Калининград • 41. Курск • 42. Магнитогорск • 43. Тĕвер • 44. Брянск • 45. Иваново • 46. Улан-Удэ • 47. Анат Тагил • 48. Ставропăль • 49. Белгород • 50. Архангельск |