Ăслай
Курӑнакан калӑплав
Ăслай, — нумай пĕлтернĕ сăмах. Тĕп пĕлтернисенчен пĕри — пурнăçра усă курма çĕнĕрен ятарласа шутласа тупнă мел, меслет. Ку талккăша патент хĕсмечĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем те кĕреççĕ. Çапла вара, ку сăмах чылай енчен вырăс чĕлхинчи изобретение тенипе çывăх тăрать. Ытти пĕлтерĕшсем асăннă ăнлантарăвпа юнашарах тăраççĕ. Вăйлăн уйрăлса тăраканнисем çук.
Сăмахăн урăхларах пĕлтернисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăс-тăнпа çыхăннă хуть те мĕнле меслет те — çĕнни те, çĕнех марри те — çак сăмахпа палăранма пултарать. Вăл шутра, иронилле туйăмпа, усаллăхпа çыхăннă меслет те. Çапах та тĕпре позитивлă ăнкарусем малта тăраççĕ.
Сăмахпа усă курнă тĕслĕхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Халĕ çĕнĕ ăслайсем кирлĕ" (Çеçпĕл Мишши).
- "Пĕрре те суйман: мăрлатасси ăслай мар, йăхран йăха куçса пыракан авалхи йăла çех"[1] (Николай Ытарай).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ыдарай Николай Васильевич. ĂСЛАЙ. 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.